Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Манăн вĕренекенсем

Манăн вĕренекенсем

Шкулта виçĕ теçеткене яхăн çул ĕçлерĕм, тĕрлĕ ашшĕ-амăшне, тĕрлĕ вĕренекене куртăм. Эпĕ вĕрентнĕ ачасем хушшинче наука докторĕсемпе кандидатсем, аспирантсем пур, çавăн пекех аслă шкула каймасăр çĕршывшăн усăллă тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем те чылаййăн.

Вĕсене пурне те хам çуратнă ачасем пек çывăха хуратăп, вĕсем сывлăхлă пулнипе, çитĕнỹсем тунипе савăнатăп, нуша-хуйхăра та вĕсемпе пĕрлех хурланатăп.

Халĕ çамрăксем хулана туртăнаççĕ пулин те, ялта пурнăç тăвакансем те сахаллăн мар. Акă, Кушкă ялĕнчен кашни ир Елчĕкри больницăна пырса çитекен виçĕ хĕрарăм пирки каласа кăтартас пулсан та: вĕсем кулленех пĕрле автобус чарăнăвне утаççĕ, ĕç хыççăн та пĕрлех килĕсене таврăнаççĕ. Юлия Измина, Альбина Баринова, Татьяна Зайцева нумайранпа Елчĕкри тĕп больницăра ĕçлеççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршывра пăлхануллă самантсем пулса иртрĕç: ĕç укçине те вăхăтлă параймастчĕç, халăх хуçалăхне дефицит та амантрĕ. Анчах Юлия, Альбина, Татьяна чăтрĕç, юратнă ĕçĕсене пăрахмарĕç. Шкулта вĕреннĕ чухнех çак хĕрсем çирĕп кăмăл-туйăмлă, тăрăшуллă пулни палăратчĕ.

Юлия Измина Семенпа Нина Мышкинсен çемйинче çуралса ỹсрĕ. Семен Алексеевич тракторист, «Победа» колхозри 6-мĕш комплекслă бригадăра бригадир пулса нумай çул ĕçлерĕ. Юльăн амăшĕ Нина аппа колхозра, каярахпа шкулта повар пулса тăрăшрĕ. Юля та ашшĕ-амăшĕ пекех тирпейлĕ, ăшă чĕлхе-çăварлă хĕр пулса çитĕнчĕ. Пĕве çитсен Аслă Пăла Тимешри Александр Измина качча тухрĕ. Çемьере ывăл — Василий çитĕнчĕ, хальхи вăхăтра вăл инженер пулса ĕçлет.

Юля, шкулта ытларах «5» паллăсемпе вĕреннĕскер, хăйне шанса панă ĕçре те маттур, тĕп больницăра лаборатори уйрăмне ертсе пырать, хуть кама та ĕçпе пулăшма тăрăшать.

Альбина Баринова та хамăр ялтах çуралса ỹснĕ. Вăл Василипе Александра Зайцевсен хĕрĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухсан больницăра лаборантка пулса ĕçлеме тытăнчĕ. Калама çăмăл, анчах унăн ĕçĕ питех те яваплă. Чирлĕ çыннăн сывлăхĕ малашне мĕнле пуласси вăл тĕрлĕ анализсене тĕплĕ, вăхăтлă тума пултарнинчен нумай килет, тухтăрсене те сыватмалли тĕрĕс мелсем тупма май парать.

Альбина ялти шкулта учитель пулса ĕçлекен Олег Ильич Бариновăн мăшăрĕ. Шăкăл-шăкăл пурăнса вĕсем икĕ ывăл çитĕнтерчĕç. Асли — Дима Шупашкарти хула администрацийĕнче юрист пулса ĕçлет, кĕçĕнни Петя Чăваш патшалăх университетĕнче информатика факультетĕнче вĕренет. Альбина Васильевна ĕçре те, килĕнче те тирпейлĕ, тумалли ĕçсене вăхăтра пурнăçласа пырать. Кỹршĕ-аршă, ял-йыш кăмăлне курма пĕлет. Ялти ку е вăл чирпе чирлекен çынна тухтăр çырса панă, хушнă тăрăх, укол тума та ỹркенсе тăмасть. Вăл çынсене кирлĕ эмелсене те хирĕçлемесĕрех илсе килсе парать.

Татьяна Николаевна Зайцева Аслă Пăла Тимешри Николайпа Нина Ивановсен çемйинче çуралнă, Кушкă кинĕ. Мăшăрĕпе Геннадий Николаевич Зайцевпа хĕрпе ывăл çуратса ỹстерчĕç. Ачисем иккĕшĕ те хăйсем юратса суйласа илнĕ специальноçĕсемпе ĕçлеççĕ. Строительство инженерĕ пулса тимлекен Денис ывăлĕ çулсем тутарнă çĕрте ĕçлет. Хальхи вăхăтра вĕсен ушкăнĕ Мускав — Хусан çулĕ çинчи участокри ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ. Надежда хĕрĕ вара Шупашкарти пĕр банкра управляющи çумĕ пулса вăй хурать. Ачисем килне килсе çỹреççĕ-ха, анчах ытла ĕçлĕ пулнăран, тепĕр чухне час-часах та пулаймаççĕ çав тăван килте.

Зайцевсем кỹршĕ-аршăпа, ытти çынсемпе те килĕштерсе пурăнаççĕ. Таня больницăра ача-пăча уйрăмĕнче ĕçлет, ĕçтешĕсем ăна хисеплеççĕ.

Çакăн пек маттур, пултаруллă хĕрсене вĕрентме мана шăпам пỹрнĕшĕн савăнса тăратăп. Юля, Альбина, Таня хирĕç тĕл пулсан сывлăх сунаççĕ, çепĕç чĕлхисемпе пурнăç çинчен ыйтса пĕлеççĕ, чуна савăнтарса хăвараççĕ. Больницăра пулма тỹр килсен те хăйсенчен мĕн килнине май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code